Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анне пилӗ (Иван Егоров)

Кунти тӗнчерен хӳтерсен те
кайма васкамастӑп лере.
Усал темӗнле йӗрлесен те
анне хӳтӗлет-ха пире.

Усал-тӗселе пӑхӑнмасӑр
ҫӳреп ҫӗр ҫинче хуҫа пек.
Утатӑп ҫултан пӑрӑнмасӑр
анне хӑй тахҫан утнӑ пек.

Ҫынран пӑрӑнса эп ҫӳремӗп,
ӗҫсем пур-ха, пур, ӗҫ пӗтмен —
юрлайманнине юрлас ҫемӗ,
юрлас чун-хавал иксӗлмен.

Анне хӳтӗлевӗ, ун пилӗ
пӗтме мана памӗ кунта.
... Пулам вӑрӑм ӗмӗр шӑпиллӗ,
аннем, чунра эсӗ пуртан.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-11-29 13:38:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3608 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем